Элĕк ентешлĕхĕн уявĕ иртрĕ

Элĕк ентешлĕхĕн уявĕ иртрĕ

Ӗнер, апрелӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Элĕк ентешлĕхĕн уявĕ иртрĕ.

Элӗк ентешлӗхӗн уявне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан паттӑрсене тата тылран пулӑшу паракан хастарсене, «кӗмӗл» волонтерсене халалланӑ. Уява пуçлама Мăн Вылăри волонтерсен пултарулăх ушкăнĕ тивĕçрĕ. Ушкăн Раççее халалланă юрăсене мăнаçлăн шăрантарчĕ.

Элӗк ҫӗрӗ ҫинчи кашни ялтах ырми-канми тӑрӑшакансем, хастар тыл ӗҫченӗсем пур. Вӗсене хисеп тума Элӗк округӗн пуҫлӑхӗ Александр Терентьев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе Николай Маловпа тата Николай Угасловпа пӗрле Чӑваш Республикин Ĕҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова та килсе ҫитнӗ. Хамӑрӑн ентешлӗх, «кӗмӗл» волонтерсем пирки ӳкернӗ видео-тӗрлӗнчӗкпе паллашнӑ хыҫҫӑн Алена Геннадьевна вӗсене сцена ҫине чӗнсе кӑларса Хисеп хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑннӑ салтаксем те «кӗмӗл» волонтерсен ӗҫӗ ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулни пирки пӗлтерсе тав тунӑ.
Хисеп хучĕ илме Мăн Вылăри волонтерсен ушкăнĕн ертÿçи Альбина Иванова та тивĕçрĕ. Эпир унпа тивĕçлипех мухтанатпăр!