"Анне ҫуначӗ айӗнче" литература каҫӗ

"Анне ҫуначӗ айӗнче" литература каҫӗ

Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мӑн Вылӑри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ "Анне ҫуначӗ айӗнче" литература каҫӗ иртрӗ.Уява пурӗ 5 ҫемье хутшӑнчӗ.

Кашниех конкурса тӗплӗн хатӗрленнӗ. Юрӑ- ташӑра та, сӑвӑ калассипе те, чӑваш апат-ҫимӗҫ хатӗрлессипе те, тата ытти конкурссенче те маттур пулчӗҫ пирӗн конкурсантсем. Жюри пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх кашниех тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсем пулчӗҫ: - Александровсен ҫемйи - чи пултаруллӑ ҫемье; -Федоровсен  ҫемйи - чи ӗҫчен ҫемье; - Пшанковсен ҫемйи- чи туслӑ ҫемье; Елена Алексеевнӑпа Антон Васильевсем - чи сӑпайлӑ ҫемье; Олимпиада Николаевнӑпа Максим Васильевсем вара- чи тӑрӑшуллӑ ҫемье. Кӗҫен класра вӗренекенсем вара хӑйсен ташши- юррипе уяв каҫне тата илемлӗрех тума пулӑшрӗҫ. Ӑшӑ кӑмӑлпа иртсе кайрӗ чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ уяв!

Фотогалерея