Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикин мухтавлă
ентешĕсен çулталăкне халалласа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика
университечĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх
университечĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш
наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки «Пĕтĕм чăваш
диктанчĕ − 2022» акци ирттерчĕç. Вăл 2022 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем
пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта иртрĕ. Диктант çырас кăмăллисене пирĕн шкулта
информатика кабинетĕнче 12.00 сехетре кĕтсе илчĕç. Кăçалхи çул мухтавлă
ентешсен çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса, текста Андриан Григорьевич Николаев
космонавт çинчен хатĕрленĕ. 7-10-мĕш класс ачисем, вĕрентекенсем тата диктант
çырма кăмăл тунă ял çыннисем ĕçе пĕтĕм кăмăлпа пурнăçларĕç.