Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе

Эс чи пахи, эс – чун уççи.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе

Пин чĕлхерен чи çепĕççи.


Ака уйǎхěн 19-мěшěнче Мăн Вылă  шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ. Тăван чĕлхе предметне ертсе пыракан Иванова Галина Ивановна   чăваш чĕлхипе литература эрнин ĕç планĕпе  шкул линейкинче паллаштарчĕ.

            Шкул библиотекинче Яковлева В.И.  «Чăвашран тухнă паллă çынсем»

кěнеке  куравě йěркелерě. Унта ачасем чǎваш халǎхĕн паллă çыннисемпе, чǎваш писателěсен юмахěсемпе, словарьсемпе, справочниксемпе паллашма пултараççě. 8-мĕш класра вĕренекенсем  «Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе» литмонтаж лартрĕç.